«… Быть может, труд наш с виду неприметен,
но лишь одно я знаю – малыши,
спешат к нам в сад, с утра торопят маму -
давай быстрее, мама, побежим!
Наверное – это вот и есть ответ –
ценнее нашего труда на свете нет!»

Обо мне

Чернова Регина Витальевна родилась 5 марта 1969 года в деревне Большие Котяки Чебоксарского района. Окончив школу поступила в педагогический колледж. Затем обучалась в ЧГУ имени И.Н. Ульянова. Педагогический стаж 34 года. 

 Чернова Регина Витальевна работает в муниципальном бюджетном дошкольном образовательном учреждении «Курмышский детский сад «Калинушка» с 1986 года.               За время работы воспитатель зарекомендовала себя грамотным специалистом с высокими профессиональными навыками, которые умело применяет при организации работы с детьми дошкольного возраста. Регина Витальевна строит педагогический процесс по принципу интеграции образовательных областей, что позволяет ей осуществлять личностно - ориентированное взаимодействие с воспитанниками. Обеспечивает условия предметно - пространственной среды для развития детей дошкольного возраста, пространство группы организовано в виде хорошо разграниченных зон, оснащенных большим количеством развивающих материалов. Имея огромный опыт работы, оказывает реальную помощь педагогам дошкольных образовательных учреждений района, ежегодно показывает открытые занятия.

В течение ряда лет Регина Витальевна работает над проблемой «Формирование национального самосознания посредством интереса к родному языку». Разработанный ею методический проект по данной проблеме, авторские конспекты театрализованного представления «Мăнкун уявĕ» (Праздник пасхи), «Чăваш ача-пăча вăйисем» (Чувашские детские подвижные игры) отразились в детской телепередаче «Шевле» (апрель 2014 г., май 2014 г.). В 2019 году Регина Витальевна приняла участие в республиканском конкурсе сценариев для детских садов и школ «Чăваш чĕлхи куллен янратăр» (Пускай звучит язык родной всегда). Конспекты сценариев используются воспитателями ДОУ и педагогами начальных классов. Написанные ею статьи по проблеме недостаточного общения с детьми на родном языке «Чăваш ачи чăвшлах калаçтăр» (Чувашское дитя должен знать родной язык), «Ачасем чăваш пулсах ÿсчĕр» (Дети пусть растут чувашами), «Ямăтти пуртан шухăшласшăн мар» (Не хотят думать, так как все уже сделано за них взрослыми), «Анне, паян та шкула каймалла-и» ( Мама, опять в школу?) отразились в республиканских газетах и журналах «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тетте», в районной газете «Тăван ен».

В работе с детьми воспитатель учитывает  особенности состояния здоровья и общего развития ребенка при планировании и проведении различных видов детской деятельности, четко знает нормы здоровьесберегающих технологий. В группе созданы благоприятные условия для оздоровления, охраны жизни и здоровья детей: дидактические игры, пособия, атрибуты к играм. 
Чернова Р.В. требовательный педагог, отзывчивый и доброжелательный человек, обладает адаптивным стилем поведения, педагогического общения, старается создать вокруг себя доброжелательную обстановку, за что и пользуется заслуженным авторитетом среди коллег.

За плодотворную работу в деле обучения и образования детей дошкольного возраста Регина Витальевна награждена Благодарностью Главы  администрации Чебоксарского района.  


Эссе
Манăн професси-воспитатель.

Ачасене шкулчченех чăваш чĕлхи вĕрентни-чăвашла-вырăсла икчĕлхелĕхе ăнăçлă аталантарма кирлĕ услови, « Чăваш Республикинчи  чĕлхесем çинчен»  закона туллин пурнăçламалли тĕп мелсенчен пĕри.
Ача садĕнче чăваш чĕлхине вĕрентессин тĕп тĕллевĕ вăл-ачасенчен чăваш чĕлхи пулăшнипе культурăсем хушшинчи хутшăнăва явăçма пултаракан, çавна кăмăллакан çынсем ÿстересси.Чĕлхе вăл ачашăн чи малтан-аталану хатĕрĕ, пĕлÿлĕхпе воспитани мелĕ. 
ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ çулсенче  çулĕсемпе самаях аслă преподаватель пăшăрханса калаçни халĕ те асрах.Чăвашла калаçма, шухăшлама манса пыратпăр тесе кулянатчĕ вăл. «Эсир те , акă вĕренсе тухатăр, хăшĕ те пулин шкула ĕçлеме кайăр-и?»-çапла ыйтма юрататчĕ  пирĕнтен вăл. Унтан, шухăшлăн хушса хуратчĕ: «Шкула мар пулсан, хăть килте, хăвăр ачăрсене чăвашла калаçма, йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентĕр.  Вара кунта сире тăрăшса ăс хывни сая кайманнишĕн эпир те савăннă пулăттăмăр.»
Çак  хисеплĕ çын калани чĕрере яланлăхах вырнаçса юлчĕ . Ача садĕнче  воспитатель пулса вăтăр çул ытла тимлетĕп. Хăв профессине юратмасăр кунта ниепле те ĕçлеймĕн . Мĕн чухлĕ ăшă куç сан çине шанчăкпа тинкерет, сан урлă тĕнчепе паллашать! Ман  тивĕçĕм-çак пĕчĕк шăпăрлансенчен пысăк та  таса чунлă çын тăвасси, çĕршыва, тăван чĕлхене аннене юратнă пек юратма, упрама вĕрентесси.Шел пулин те,  ачасене чăвашла калаçтарса ÿстерес  кăмăллă ашшĕ-амăшĕсен шучĕ чаксах пырать.Хамăр ача-пăча учрежденинчех, сăмахран  çитмĕл ачаран вуннăшĕ çеç чăвашла пуплет,вăтăрĕшĕ каланине ăнланать.Çавăнпах ĕнтĕ воспитателĕн чăн таса тивĕçĕ-ачасене тăван чĕлхене, тăван çĕршыва юратма вĕрентесси тесе шутлатăп эпĕ.
. Пирĕнте чăваш юнĕ чупать пулсан, мĕншĕн пирĕн ачасенчен çав «чи пахине, кирлине, анне чĕлхине вĕренессине туртса илмелле?Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пепкипе вырăсла калаçнине итленĕ май тепĕр чухне хытах тĕлĕнетĕн:чăвашла шутласа вырăсла калама васкакан çын çăварĕнчен хăй симесĕрех тĕрĕс мар сăмахсем, сăмах çаврăнăшăсем тухаççĕ.Тĕпренчĕкÿпе тăван чĕлхепе калаçнинчен мĕн вăтанмалли пур-ха?
Пĕчĕккисене вара, пытармастăп, чăвашла калаçма, юрлама, выляма питĕ килĕшет.Чăваш эрешĕсене ÿкернĕ чухне вĕсен куçĕсем еплерех çиçнине курасчĕ сирĕн! Хĕвел, сăрт-ту, тыр-пул, йывăç-курăк..-çаксене пĕтĕмпех эрешлесе кăтартма хăнăхнă пĕчĕк чун тăван чăваш чĕлхене епле юратмĕ?
Хĕр пĕрчин юратнă тетти-пукане.Амăшĕсемпе калаçса килĕшсе ушкăнри кашни хĕр ача валли чăваш тумĕллĕ пукане хатĕрлерĕмĕр.Тухья, хушпу, масмак, тенкĕ ,чăвашăн ытти тумĕпе те çапла «вылясах» паллашрăмăр.Ӱркенмерĕç амăшĕсем, хĕрĕсене валли кашниех тухья çĕлерĕç.Ан тив, ĕлĕкхи пек кĕмĕлтен ан пулччăр вĕсем, анчах пĕчĕкскерсем  тухьяпа хушпу, масмак  уйрăмлăхĕсемпе вăйă урлă паллашма пултарчĕç.Çĕленĕ те ĕçĕ пĕтнĕ мар,çак капăр тумпа ăста кăна çитсе савăнтармарăмăр пулĕ куракана!  Республика,район шайĕнче иртнĕ  конкурссенчен те чăваш юрри-ташшипе, сăввисемпе дипломсемпе таврăнтăмăр.
Ачасем чăвашсен йăли-йĕркине те юратсах ăша хываççĕ. Пирĕ ача садĕнче хамăр халăхăн уявĕсене ирттересси тахçанах ырă йăлана кĕнĕ. Аслă  ушкăнри ачасемпе Мăнкун уявне ирттертĕмĕр. Хăнара «Шевле» ача-пăча кăларăмĕ те пулчĕ. Чăваш тумĕллĕ пĕчĕк пепкесем çăмартапа тĕрлĕ вăйă вылянине, ĕлĕкхи йăласене кăтартса панине пĕтĕм республика курса савăнчĕ.Ӗçне кура хисепĕ тесе халăхра ахальтен каламан. Унччен чăваш чĕлхине хисеплесех кайман ашшĕ-амăшĕ те пирĕн пуçарăва хапăл пулни чуна хавхалану кÿрет. Ашшĕсем чăваш музейĕ валли тĕлĕнмелле чипер çил арманĕ, шыв пури ăсталарĕç, сăпка та тупса килчĕç.Нумаях  пулмасть ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле «Эсĕ республика çынни» ятпа ыйту-хурав йĕркелерĕмĕр. Çакă та вĕсен тавракурăмне анлăлатнипе пĕрлех тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе  хам ĕçре тепĕр утăм мала иртме пулăшрĕ . Çывăх вăхăтрах ачасене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле районти Бичурин музейне çитсе  хамăр тăрăхри паллă çынсемпе куравсемпе паллаштарас кăмăл пур.
Воспитатель ĕçĕ пĕртте çамăл мар пулин те, çав тери пархатарлă та кирлĕ  ĕç. Ялан шыравра пулсан, пепкесене кашни кун мĕн те пулин çĕннине вĕрентме пултарсан, ыррине усалтан уйăрма хăнăхтарсан пирĕн пуласлăх çутă та телейлĕ пулĕ. 
Воспитатель ĕçĕ сумлă-
Манн çапла калас килет.
Вунă-вун ача ыйтуллăн 
Сан çине пăхса илет.
Вăл пăхать нумай пĕлесшĕн,
Ал тытасшăн санпала.
Амăш вырăнне курасшăн
Йăпшăнасшăн çумăнта.
Мулкач пек сиккелеме те,
Е упа пек  ташлама,
Ÿкерме те, çĕлеме те, 
Санăн, тусăм, пĕлмелле.
Пулаясчĕ пирĕн савăк,
Пулаясчĕ пит чипер!
Пулаясчĕ пирĕн çамрăк ,
Ÿсчĕр ачасем пиншер!