Мои разработки

 

 

Мӑнкун уявӗ. 

Воспитатель ушкӑнри ачасене тин ҫеҫ илнӗ ҫырупа паллашма сӗнет 

«Сывӑ –и, мӑнукӑмсем? Мӑнкун эрни пуҫланчӗ. Сире пурне те хам пата хӑнана чӗнес кӑмӑлӑм пур. Хӑвӑр юрӑ –ташӑпа  килсе савӑнтармӑр-ши? 

                                          Салампа Марье кинемей.» 

 

Воспитатель: Чӑнах та, ачасем, Мӑнкун эрни пырать, эпир ҫак ятпа чылай сӑвӑ, юрӑ вӗрентӗмӗр. Тен, Марье кинемей йыхравне йышӑнар та хӑнана пуҫтарӑнар? 

Ачасем капӑр чӑваш тумӗсене тӑхӑнса, кучченеҫсем илсе (хӑйсе эрешленӗ ҫамартасемпе, ҫавра ҫакӑрпа) ҫула тухаҫҫӗ. 

Музыка пӳлӗмӗнче е чӑваш музейӗнче. 

Чӑваш пӳрчӗ.Стена ҫинче тӗрӗллӗ ал шӑллисем, ҫывӑрмалли  вырӑнне те эрешлӗ виткӗҫпе капӑрлатнӑ. Сӗтел ҫинче тутлӑ ҫимӗс, хӗретнӗ ҫамарта, хӗрлӗ хӑва хулли.Сак  ҫинче –пӗчӗк минтерсем.Кӑмака хыҫӗнче чӑпар чӑх йӑвара ларать. 

Воспитательпе ачасем( малалла иртсе): Пирӗн  килес!Сывӑ- и,  Марье  кинемей ? Христос чӗрӗлнӗ! 

Марье кинемей(пӳртре кӑштӑртатаканскер, ачасене асӑрхаса):Чӑн чӗрӗлнӗ! 

Ҫапла виҫӗ хутчен каланӑ хыҫҫӑн Марье кинемей ачасене питӗсенчен чуптӑвать, малалла иртсе ларма сӗнет. 

Марье кинемей: Сире ку эрнере ҫав тери хытӑ кӗтрӗм, ятарласа тутлӑ ҫимӗҫ те пӗҫерсе хатӗрлерӗм.Алӑк патенчех ан тӑрӑр , иртӗр, кӗрекене вырнаҫӑр. Хӗрачасене паян минтерсем ҫине вырнаҫма сӗнер. Атьӑр-ха, мӑнукӑмсем , пер самант чӗнмесӗр ларар. Мӑнкунра  шӑп ларсан  чӑхсем, хур-кӑвакал хӑйсен чӗпписене лайӑх пусса кӑлараҫҫӗ тетчӗҫ аслисем. 

Пурте пӗр самант шӑпланаҫҫӗ. 

Эсир пӗлетӗр-и, Мӑнкун уявӗ чӑвашсен авалхи календарӗпе пӑхсан ҫуркуннехи Ҫӗнӗ ҫул шутланать.Ҫак кун пӗтӗм ҫын ир-ирех, ҫут хӗвеле кӗтсе илме уҫланкӑна пуҫтарӑнать. Эпир те паян хӗвеле кӗтсе илер-и?. 

Воспитатель стена ҫине вырнаҫтарнӑ хӗвеле кантрапа туртса ҫӳлелле хӑпартать  

Данил:Чӗвӗл чӗкеҫсем, 

Ҫепӗҫ шӑпчӑксем, 

Савӑнса юрлаҫ 

Янкӑр ирхине.. 

Хастар каччӑсен, 

Ҫамрӑк пикесен 

Ҫурхи хӗвеле 

Кӗтсе илмелле. 

Марье кинемей( ачасене тырӑпа тата хӑмлапа  сапать) 

Ҫирӗп сывлӑхлӑ пулӑр, чирӗ сире ан ҫулӑхтӑр! 

Воспитатель: Марье кинемей, эпир сирӗн пата туп-тулли михӗ  юрӑ-ташӑ хатӗрлесе килтӗмӗр. Итлеме кӑмӑл тумӑн-ши? 

Марье кинемей: Хаваспах ачамсем! 

София: Кӗҫӗр йӑва ҫиетпӗр, 

Ыран пӑтӑ ҫиетпӗр. 

 Кӗҫӗр сӗрен теетпӗр, 

 Ыран Мӑнкун теетпӗр. 

Ваня: Халь паян Мӑнкун пулать, 

 Мӑнкун пӑтти ҫиетпӗр. 

Ыран яшка ҫиетпӗр, 

Чир-чӗрсене тасататпӑр, 

Халӗ таса пурӑнатпӑр. 

Коля: Эпир кам? Эпир кам? 

Асаннне мӑнукӗсем ! 

Эпир кам? Эпир кам? 

Юрӑ- ташӑ ӑстисем! 

Юрӑ «Мӑнкун, Мӑнкун терӗмӗр.» 

Марье кинемей:Савӑнтартӑр мана мӑнукӑмсем. Хавас кӑмӑл ҫуратрӑр .Ӗлӗк, Христос ҫуралнине Благовещени кунӗнче халӑха пӗлтернӗ. Ҫак хыпара пурин патне те ҫитерме кайӑксен урисенчен ҫырусем ҫыхса янӑ. Унтанпа Благовещени кунӗнче халӑхра читлӗхри кайӑксене ирӗке ярас йӑла ҫуралнӑ. 

Воспитатель: Ҫапла. Ун ҫинчен Александр Пушкин поэт сӑвӑ та ҫырнӑ. Виола, каласа парсам. 

Виола:Ют ҫӗршывра эпӗ сӑнатӑп 

Авалхи кайӑк йӑлине. 

Кайӑксене эп кӑларатӑп 

Вӗҫмешкӗн савӑк  ҫуркунне. 

Хам шӑпапа эп ҫырлахатӑп, 

Мӗншӗн Турра ман ӳпкелес? 

Эп пулӑшмашкӑн пултаратӑп 

Пулсан Тур панӑ кайӑка? 

Воспитатель: Марье кинемей, сирӗн сӗтел ҫинче кӑчкӑ кӑларнӑ хӑва хуллисене асӑрхарӑмӑр. Мӗн валли вӗсем? 

Марье кинемей:Ӗлӗк-авал, халӑх йывӑҫ-курӑкпа сипленнӗ.Хӗрлӗ хӑва вара чи малтан кӑчкӑ кӑларать. Ҫынсем хӑйсене  чиртен хӳтӗлес тесе пӗр-пӗрне хӑва хуллипе ҫапа- ҫапа илнӗ. Хӑва хуллипе тивертнӗ ача ҫулталӑкӗпех чирлемӗ тесе ӗненнӗ. 

Воспитатель: Марье кинемей, тен, пире те ҫак вӑйӑпа паллаштаратӑр? 

Вӑйӑ карти 

Марье кинемей вӑйӑ картине варрине тӑрать, ачасем ун тавра: «Хӑва хулли вичкӗн хулӑ»-тесе сӑвӑласа ҫаврӑнаҫҫӗ. «Вичкӗнех-и, тӗрӗслесе пӑхам-ха»-тесе, Марье кинемей ачасене хӑва хуллипе тивертсе тухать). 

Воспитатель:Халӗ ӗнтӗ эпир те чирлемӗпӗр. Марье кинемей, пирӗн ачасем те сире хӑйсен вӑййипе савӑнтарасшӑн. 

Полина: Тарки-тарки шур  пӑрҫа 

Сиктермелле выляр-и? 

Ан кайӑр- ха, тантӑшсем, 

Ал татмалла выляр-и? 

Вӑйӑ « Ҫерем ватса вир акрӑм» 

Марье кинемей:Ку вӑййа эпир те выляттӑмӑр ача чухне. Эсир юрлама та ӑста пулӗ? Пӗрер ҫавра юрламӑр-и? 

Воспитатель:Хаваспах. Ҫапла вӗт , ачасем? 

Юрӑ «Кария кумая» 

Настя: Анне кулли-хӗвел кулли, 

Анне кулли-чи илемли, 

Анне кулсан-чунра аван, 

Юрлас килет , савнас килет. 

Юрӑ «Пирӗн анне» 

Кристина: Асанне паян туянчӗ 

Кӑвак куҫлӑ пукане. 

Лавккара вӑл йӗрсе ячӗ, 

Уҫҫӑн кӑшкӑрчӗ : «Анне!» 

Марье кинемей:Ай-уй, ара, мансах кайнӑ! Хӗр пӗрчисене валли эпӗ хам та пуканесем сӗлесе хатӗрленӗччӗ. Чим-ха, ачасем, килӗр-ха ман ҫывӑхарах (арчаран пуканесем кӑларса тыттарать)Ку сире манран Мӑнкун парни пултӑр. 

Юрӑ  «Пукане» 

Марье кинемей : каччӑсене валли те ман парне пур.(Арчаран шӑхличсем кӑларать)Хӗрсем, атьӑр арҫын ачасене ташша чӗнер. 

Юрӑ «Сарӑ каччӑ , тух-ха урама» 

Воспитатель( ҫӑмарта кустармалли хатӗре асӑрхать)Марье кинемей,ҫакӑнта кӑсӑклӑ япала асӑрхарӑмӑр. Мӗн тумалли хатӗр ку? 

Марье кинемей( ҫӑмарта кустармалли валака алла илет) ку-тепӗрмай каласан-валак. Ун тӑрӑх эпир ҫамарта кустармалла выляттӑмӑр. Атьӑр, эпир те выляса пӑхар. 

Вӑйӑсем «Ҫӑмарта кустармалла», «Ҫӑмарта ҫавӑрмалла», « Кам ҫӑмарти маларах ванса каять» 

Кристина:Атьӑр ташшав пуҫлар-и, 

 ура тапса ташлар-и, 

Атьӑр ташша пуҫлар-и, 

 ура хуҫса  ташлар-и? 

ташӑ «Кукамипе кукаҫи» 

Марье кинемей:Чунтан савӑнтартӑр мана мӑнукӑмсем. Сире пӑхса кӑмӑлӑм та ирӗлчӗ. Манӑн чӑпар чӑххӑм та ахаль лармарӗ, сире валли  кунӗн- ҫӗрӗн асамлӑ ҫӑмартасем хатӗрлерӗ.Парнене йышӑнсамӑр! 

Марье кинемей чӑх айӗнчен киндер-ҫамартасене кӑларса ачасене валеҫет 

Сире уяв ячӗпе чӗререн саламлатӑп, тепӗр Мӑнкунччен сывӑ пурӑнӑр, хӑнана килсех тӑрӑр. 

Воспитательпе ачасем: Тавтапуҫ ,Марье кинемей! Эсир те сывлӑхлӑ пулӑр, чипер юлӑр! 

Ачасем сывпуллашса хӑйсен ушкӑнне каяҫҫӗ. 

 

  

Кайăксем – пирĕн туссем

 Вĕренÿ задачисем

1.  Ачасене çуркуннен палăрăмĕсене ытларах асăрхама хăнăхтарасси.Ачасем кайăксем, вĕсен çуркуннехи пурнăçĕ пирки мĕн вĕреннине ăша хывса çирĕплетесси;

2.   Кайăксен сăн-сăпачĕ, хăйевĕрлĕхĕ, йăли-йĕрки çинчен пĕлнине малалла та аталантарасси;

3.  Ачасене кайăксем хăйсен йăвисене еплерех çавăрнипе ытларах паллаштарасси.

4.  Чăваш Енре пурăнакан кайăксемпе çывăхрах паллаштарасси.

Воспитани задачисем:

1. Тăван çут çанталăка юратма вĕрентесси;

2. Вĕçен кайăксене упрама, вĕсене пулăшма хăнăхтарасси;

3. Ачасен тавракурăмне аталантарасси.

Словарь ĕçĕ:

1.Çыхăнуллă пуплев хăнăхăвĕсене пуянлатасси;

2. Воспитатель ыйтăвĕсем çине туллин хуравлама вĕрентесси;

3.Словарьте - «йăва», «шăнкăрч йăви», «курак», «чĕриклетеççĕ», «чĕвĕлтетеççĕ», «чĕкеç», «çерçисен ушкăнĕ» сăмахсене çирĕплетесси.

Умĕнхи ĕç:

1. Уçăлма тухсан кайăксене сăнани;

2. Илемлĕ литературăпа паллашни: чăвашлисем- Б.Романов «Курак»,         А. Никонов «Чĕкеç», И.Я. Яковлев «Чакак»;

3. «Наедине с природой», «Звуки окружающего мира», «Природа, птицы и животные» аудикассетăсем итлени;

4. Тупмалли юмахсене хуравлани;

5. Кĕнекери ÿкерчĕксемпе, курăм хатĕрĕсемпе паллашни;

6. «Хăш кайăкĕ çухалчĕ?», «Хăвăн çуртна туп», «Кам чĕппи?»-дидактика вăйисем выляни;

7. «Йăвасенчи кайăк чĕпписем», «Хăвăн пÿртна туп»-тата ытти куçăмлă вăйăсем.

Заняти валли кирлĕ курăм хатĕрсем:

1.       «Кайăксем»-видеохатĕр;

2.       Мультимедиа проекторĕ;

3.       Çутçанталăкри пулăмсен сасă фонограмми;

4.       Куçăмлă вăйăсем валли хатĕрленĕ кайăк шĕлепкисем;

5.       Кайăк йăвисен ÿкерчĕкĕсем;

6.       Пĕчĕк арча-шкатулка.

Заняти йĕрки.

«Предложени вĕçне кала» вăйă.

Воспитатель: Ачасем, атьăр-ха пĕрле шутлатпăр: çулталăкăн хăш вăхăчĕ-ши халĕ пирĕн? Çуркунне мĕн хыççăн çитет?

Ачасем: Хĕлле хыççăн.

Малалла воспитатель предложение пуçласа парать, ачасем вĕçлеççĕ 

-Çуркунне çанталăк (мĕнле?)…..;

-Шыв юххи (мĕн тăвать?)……..;

-Çуркунне хĕвел (мĕнле?)……..;

-Çуркунне пăр тумламĕсем (мĕн тăваççĕ?)……;

-Йывăçсем çинче çулçăсем (мĕн тăваççĕ?)…….;

-Çуркунне курăк (мĕнле?) …….ÿсет;

-Юр (мĕн тăвать?)…….;

-Çуркунне кайăксем (мĕн тăваççĕ?)……..;

Воспитатель: Еплерех иккен илемлĕ

Çакă çурхи кун.

Ирхине  хĕвел кулнишĕн

Савăнать ман чун! (авт.)

Çуркунне, ачасем, пĕтĕм тĕнче вăранать, çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрать.Чи кăсăкли -пирĕн пата ăшă çĕршывсенчен çунатлă туссем вĕçсе килни. Чăн малтан пирĕн пата кураксем çитеççĕ (мультимедиа проекторĕпе курак ÿкерчĕкне кăтартать). Пăхăр-ха, вĕсем еплерех пысăк, хура тĕслĕ. Сăмси куракăн вăрăм. Вĕсем пуçсене каçăртса, мăнаçлăн çÿреççĕ. Вăрăм сăмсисемпе çĕре чаваласа ăман шыраççĕ. «Крак! Крак! Çуркунне! Çуркунне!» - çапла каласа кранклатаççĕ кураксем. Çавăнпах тахçан авалах «Курак хĕле ватать»,- тенĕ ваттисем. Халăхра сăнанă тăрăх, курак вĕçсе килсен тин çуркунне çитет иккен.

Пÿлĕмре çут çанталăкри сасăсен фонограмми хуллен илтĕнсе тăрать. Алăк шаккани илтĕнет. Ачасем патне хăнана чăвашла тумланнă Пукане кĕрет.

Пукане: Сывлăх сунатăп , ачасем! Эпĕ- пукане. Мана Кулине тесе чĕнеççĕ. Тантăшсем патне хăнана кайма пуçтарăнтăм та, сирĕн тĕлтен иртнĕ чухне çăлкуç шăнкăртатнине, кайăк юрланине илтрĕм. Эсир çуркунне çитни пирки, кайăксем çинчен калаçнине кăшт итлесе тăтăм. Тÿсеймерĕм, сирĕн пата кĕрсе курасах терĕм. Çуркунне çут çанталăкра мĕнле улшăнусем пулса иртнине эпир пурте асăрхатпăр, анчах та ăна илтме, итлеме пурте пĕлетпĕр-и? Атьăр-ха сирĕнпе пĕр вăйă выляр. Эпĕ алă çупсан, сирĕн куçсене хупмалла та тимлĕн итлесе лармалла пулать. Унтан хăвăр мĕн илтнине каласа памалла.

«Çут çанталăкри сасăсем» аудикассетăра - çумăр çунă сас, çулçăсем чăштăртатни, шыв шăнкăртатни, тумла юхни, кайăксен сассисем.

Итленĕ хыççăн ачасем хуравлаççĕ.

Пукане: Ачасем, манăн сире валли çак пĕчĕк арчара парне пур. Вăл ахаль арча мар, асамлă арча. Унта тупмалли юмахсем пурăнаççĕ. Енчен те эсир тĕрĕс хуравласан, арчаран кайăк вĕçсе тухать. Тĕрĕслесе пăхатпăр-и? Апла пулсан, атьăр пукансем çине вырнаçса ларатпăр та итлеме хатĕрленетпĕр. 

1.  Сик-сик кутлă, кăс çĕлĕклĕ, пурçăн йĕмлĕ (кăсăя).

2.  Ларать хуран пек,хÿри ешĕл сухан пек, кăшкăрать шуйттан пек (чакак).

3.  Хир-хир урлă, хир урлă, ял-ял урлă, ял урлă, эреветлĕ-теветлĕ хĕр килет (чĕкеç).

4.  Хура йăмăкăн юрри хитре (шăнкăрч).

5.  Хура кайăк сăмсипе хура çĕре чавалать, хăйĕн вăрăм сăмсипе ăмансене пуçтарать (Курак).

Кашни тĕрĕс хурав хыççăн Пукане кайăксен силуечĕсене пĕчĕк арчаран кăларса фланелеграф çине лартса пырать.

Воспитатель: Пахăр-ха ачасем, мĕн чухлĕ кайăк вĕçсе тухрĕ Кулине тусăн арчинчен! (Фланелеграф çине кăтартса). Атьăр пурте пĕрле вĕсен ячĕсене каласа тухатпăр.

Ачасем хуравлаççĕ: кăсăя, чакак, чĕкеç, шăнкăрч, курак

Воспитатель: Ачасем,кайăксем сирĕнпе «пытанмалла» вылясшăн .Эсир çаврăнса тăрсан эпĕ пĕр кайăкне пытарăп. Сирĕн хăшĕ пытаннине тупмалла пулать.

Вăйă «Хăшĕ пытаннă?»

Воспитатель: Ачасем, сирĕн кайăк пулас килет-и? Атьăр апла пулсан кайăк –шĕлепкесене пÿлĕмре шыраса пăхăпăр. .

(Ачасем шĕлепкесене тупса тăхăнаççĕ, çаврашкана пухăнаççĕ).

Воспитатель: Ай, мĕн чухлĕ кайăк вĕçсе килчĕ пирĕн пата! Апла, паллашар сирĕнпе. Мĕн ятлă- ха эсĕ? (Кашни ача хăй пуçĕ çинчи кайăк ятне калать). Кайăкăн миçе ура? Миçе куç? Миçе çунат? Атăр пĕрле шутлатпăр:

Пĕр ура! (пĕр урине малалла тăсаççĕ).

Тата тепре! (тепĕр урипе те малалла пусаççĕ).

Сик-сик хытăрах! (икĕ  урапа пĕр харăс сиккелеççĕ).

Пĕр çунат (пĕр аллине айккинелле сараççĕ).

Тепĕр çунат (теприне те айкинелле тăсаççĕ).

Сар çунатна уççăнрах! (аллисемпе сулкалаççĕ).

Вĕçсе килчĕç кайăксем,

Манăн пĕчĕк тусăмсем.

Тырă пĕрчи пÿстарчĕç, 

Унтан пĕрле ташларĕç (ачасем сăвăри сăмахсемпе вĕçнĕ пек тăваççĕ, «тырă пуçтараççĕ», «ташлаççĕ»).

Воспитатель: Ачасем, мĕнле шутлатăр, кайăксем ывăнсан е канас килсен ăçта вĕçсе кайма пултараççĕ? (ачасем хуравлаççĕ). Тĕрĕс, хăйсен йăвисене. Ӑçтарах вырнаçнă вĕсен йăвисем? (кашни кайăк ăçта йăва хывнине тепĕр хут аса илсе тухаççĕ). Пăхăр-ха йĕри-тавралла: мĕн чухлĕ йăва! Халĕ кашни кайăк хăй йăвине вĕçет! (кашни ача-кайăк хăйне кирлĕ йăвана кайса ларать).

Воспитатель ачасемпе занятие пĕтĕмлетсе паян мĕн çинчен калаçнине тепĕр хут аса илсе тухать, Пукане хăй тусĕсене кучченеçпе сăйлать.